dcsimg

Йăмра ( Chuvash )

provided by wikipedia emerging languages

Шурă йăмра, (лат. Sálix álba) — йывăçсен йăмра йышшисен çемьинчи йăмра ăрачĕн тĕсĕ.

Пĕтĕмĕшле çырни

 src=
Отто Томе Flora von Deutschland, Österreich und der Schweiz кĕнекинчи ботаника капăрлатăвĕ, 1885

Йăмра чăваш ялĕнче

Кирек хăш чăваш ялĕ те йăмраллă. Авал йăмра чăвашăн юратнă йывăçĕ пулнă. Йăмрана чăвашсем урам тăрăх, çуртсем хушшине, пĕве е çырма таврашне лартнă. Урамри е кил таврашĕнчи йăмра çулла сулхăн панă, вут-кăвар сарăласран сыхланă.

Халĕ вара урам тăрăх электричество е радио пралукăсем карăнса тăраççĕ. Çавăнпа та урам тăрăх йăмра лартмаççĕ – тураттисем электричество пралукĕсене перĕнесрен сыхланаççĕ.

Пĕве таврашĕнче вара халĕ те йăмра яланах тĕл пулать. Унăн тымарĕсем çĕре ишĕлме памаççĕ. Ӳсессе те йăмра хăвăрт ӳсет, ку енĕпе ытти йывăçран тем чул ирттерет. Ăвăс кăна йăмраран юлмасть. Хальхи чăваш ялĕсенче хурăн, вĕрене, ăвăс, каврăç, пилеш, çĕмĕрт йышлă лартаççĕ. Çавăнпа чăваш ялĕ халĕ те аякран вăрман пек курăнать. Йывăçлă çĕрте сывлăш та таса. Çуллахи шăрăхра та йывăç сулхăнĕнче кăмăллă. Выльăх та шăрăхра йывăç сулхăнне пытанать.

Ареалĕ

Каçăсем

Асăрхавсем

license
cc-by-sa-3.0
copyright
Wikipedia authors and editors

Йăмра: Brief Summary ( Chuvash )

provided by wikipedia emerging languages

Шурă йăмра, (лат. Sálix álba) — йывăçсен йăмра йышшисен çемьинчи йăмра ăрачĕн тĕсĕ.

license
cc-by-sa-3.0
copyright
Wikipedia authors and editors