Армути е эрĕм (лат. Artemisia) — кăткăс чечеклĕ çемьен ăратĕнчи ӳсен-тăраннĕ. Çутçанталăкра 400 яхăн тĕсĕ пулни паллă.
Нумайçуллă ӳсентăрăнсемпе çурма тĕмĕсем, пĕтĕм çурçĕр çур чăмăрĕнче Евразин, Çурçĕрпе Кăнтăр Африкăн, Çурçĕр Америкăн вăтам ярăмĕсенче сарăлнă.
Армути — икĕ- тата нумайçуллă (сайра — пĕрçуллă) ӳсентăран тата çурматĕмĕ, 3-150 см çӳллĕшлĕ, шултра йывăç тымарлă.
Раççейпе çум çĕршывсенче тĕл пулакан армутин тĕсĕ 180 ытла, вăл пур çĕрте те ешерет. Армути çурçĕр Казахстанра, Вăтам Азире, Кавказлешьенре, Украинăра (çеçенхир, пушхир çĕрĕнче) тĕл пулать. Армутин пур тĕсĕ те эфир çăвĕсемпе пуян, вĕсем тӳрех спиртлă шĕвексенче туйăнаççĕ (Армути водки). Çăва гидродистилляци меслечĕпе уйăрса кăлараççĕ.