Ӳлтек (лат. Columba oenas) — хуласенче пурăнакан ахаль кăвакарчăнпа çывăх кăвакарчăн, анчах унтан уйрăм сăртлă-туллă çырансенче мар (ирĕк çутçанталăкра), уçă вăрмансемпе çын пурăнакан вырăнсенче пурăнма кăмăллать.
Асăрхануллăскер, чĕпĕ кăларнă вăхăтра йывăç çулçисем хушшинче пытанать, çын е шултра чĕрчун çывхарсанах шăпланать. Европара тата Хĕвеланăç Çĕпĕрте, тата çурçĕр-хĕвелтухăç Африкара пурăнать. Кăнтара вĕçсе каяканнисем те, кайманнисем те, хăш пайĕ çех кайни те пур. Пăхма ахаль çех пулин те, нумай вырăнсенче сайра шутлă кайăк.