Тĕкĕлтурасем, çĕр пыл хурчĕсем (лат. Bombus) — чăн пыл хурчĕсем (Apidae) çемьине кĕрекен çурхах çунатлă хур-кăпшанкăсен ăрачĕ, пыл хурчĕсемпе нумай енчен çывăх шутланать. 300 яхăн тĕкĕлтура тĕсĕ Çурçĕр Евразире, Çурçĕр Америкăра, çурçĕр Африкăра, çаплах урăх регионсен тула çĕрĕсенче тĕл пулать.
Тĕкĕлтуран кĕлетки, пыл хурчĕпе танлаштарсан, кӳпшек те лапсăркка. Пыл хурчĕсен пекех, тĕкĕлтура аçин сăнă çук.
Тĕкĕлтура сивĕ чухне те пурăнать: кăкăр мышцисене хăвăрт хускатса, хăйĕн кĕлеткине кирлĕ 30 °C çити ăшăтма пултарать. Çакна пула вăл ирех, сивĕ сывлăш чухнех, пĕрремĕш нектара пуçтарма ытти хуртсенчен маларах вĕçсе тухать.
Шмель и наперстянка
Шмель и живокость (Delphinium)
Çут çанталăкра 40 кĕçĕн ăратри 300 яхăн тĕс тĕкĕлтура пурăнать.
«Аэродинамика енчен пăхсан тĕкĕлтура вĕçме пултараймасть. Анчах та тĕкĕлтура çакна пĕлмест, çавăнпа та вĕçет» текен шухăш пур.
Ку, паллах, халап ĕнтĕ. Самолёта çĕклекен хăвата шутламалли аэродинамика танлаштарăвĕсемпе килĕшӳллĕ, текĕлтура вĕçме пултараймасть. Хурт-кăпшанкă вĕçевĕн механики çав тери кăткăс, çавăнпа та çунатăн пиçĕлĕхне тата унăн çинчи чикĕ сийĕ тăнăç маррине шута илмелле.