dcsimg

Пăван ( Chuvash )

provided by wikipedia emerging languages

Пăвансем (лат. Tabanidae) — икçунатлисен çемьинчи хурт-кăпшанкăсем. Халĕ тĕнчере 3500 яхăн тĕс тĕл пулать. Пысăк шăна пек, килти выльăхăн, ĕнен юнне сăвăрма юратаççĕ.

Ареалĕ

Пăвансем пур континентра, Антарктидăсăр пуçне пурăнаççĕ. Исландире, Гренландире тата океансенчи хăшпĕр утравсенче вĕсем çук.

Пăван çын пурнăçĕнче

Пăвансем хăрушăлă чирсем сараççĕ: çĕпĕр язви, туляреми, трипаносомозсене, филяриозсене ертме пултараççĕ, çаплах шултра мăйракаллă выльăха, тĕвесене, тата лаша çине тапăнаççĕ. Пăван çыртни те ыраттарать.

Паллăрах тĕсĕсем

Вăкăр пăванĕ (Tabanus bovinus) — Европăра пур çĕрте те (10-20 мм)
Дождёвки (Haematopota) — мрамор ӳкерчĕклĕ çунатлă пĕчĕк шăна (9-12 мм)
Златоглазики (Chrysops) — Хура, хырăм айĕнче сарă; аçин çуначĕ хура, амин çуначĕ — витĕр курăнан хура ӳкерчĕклĕ(10-12 мм)

Çаплах пăхăр

Каçăсем

license
cc-by-sa-3.0
copyright
Wikipedia authors and editors

Пăван: Brief Summary ( Chuvash )